Пахча ҫимӗҫ хакне тӗп-тӗрӗс пӗлмешкӗн пӗрмай пасара ҫӳреме тивет. Пасарта вара яланах ҫак хӗрарӑм е кишӗр, е симӗс сухан сутса тӑнине асӑрхатӑп. Чӑвашсемпе те вырӑсла пакӑлтатма хӑтланать ҫакскер. Хальхинче вӑл суханпа купӑста сутса тӑратчӗ.
— Юлашки кунсенче "сухан самаях хакланнӑ" текен хыпар сарӑлчӗ. Эсӗ миҫе тенкӗпе сутатӑн? — патнерех пырса ыйтрӑм ҫакӑнтан. Ара, вулакансене хаксем пирки тӗрӗссине пӗлтерес килет-ҫке. Хӑй вырӑсла хуравланӑ май, ҫак хӗрарӑма Шупашкарта чӑвашла калаҫни вырӑнлӑрах пулни ҫинчен аса илтертӗм.
— Мӗн тума кирлӗ ҫав чухӑн чӗлхе? Хӑвах шутла, вӑрҫмалли сӑмахсене те пирӗнне илнӗ вӗт эсир! — тесе лаплаттарса хучӗ вӑл, мухмӑрпа тӑртаннӑ пит-куҫне таса мар аллипе сӑтӑркаланӑ май. Ҫийӗнчех, яланхи йӑлипе икӗ-виҫӗ хутлӑ намӑс сӑмах каласа хучӗ. Ахаль чухне сӑмахшӑн кивҫене кайманскер, темле лару-тӑруран хӑтӑлма та май тупаканскер, ку хутӗнче ним те чӗнеймерӗм. Ара, питӗ тӗрӗс пуплет вӗт шельмӗ хӗрарӑмӗ! Ку тӗлӗшпе тӑван чӗлхемӗр шутсӑр чухӑн вара. Пасар хапхинчен пуҫа усса мар, мӑн кӑмӑллӑн та хавхаланса, кукша пуҫа каҫӑртса тухрӑм! Намӑс сӑмах тӗлӗшпе чӗлхемӗр питӗ чухӑн пулнӑшӑн.